Ял пурнӑҫӗ
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла. Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенти Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ. Килес ҫул вара Элӗкри культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи Сыпайӗнче нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Хут ҫине ҫырнине хуратаймӑн Вӑрмар районӗнчи Тикаш ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн кунӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ кун пек мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗсене пулӑшу кӳрессипе йӗркелеҫҫӗ иккен. Вырӑнсенче йӑнӑш тунине тупса палӑртассишӗн мар, асӑрхасан епле тӳрлетмеллине вӗрентессишӗн тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫак эрнере районтан тӗп вулавӑшӑн методпай пуҫлӑхӗ Татьяна Федорова, райадминистрацин экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Альбина Ильина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин опекӑпа попечитель секторӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ Людмила Павлова пырса ҫитнӗ. «Малтанах вӗсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Черкасовпа кулленхи тата пӗтӗмӗшле ыйтусене сӳтсе яврӗҫ», — тесе хыпарлать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов. Унтан хайхисем тӗрӗслеве тытӑннӑ. Районти вулавӑш ӗҫченӗ ялти вулавӑша хакланӑ. Экономика пайӗн специалисчӗ ялти лавккасенче потребительсен правине пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменисемшӗн яваплӑ ӗҫчен Тикашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Унтан вӑл ял тӑрӑхӗн йӗркене пӑсассине хирӗҫ ӗҫлекен канашӗн ӗҫне пахаласа хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Етӗрне районӗнчи Тепте ял старости Игорь Овчинников кӳршӗри Вӑтам Ирҫери «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча пахчине ан хупчӑр тесе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитнӗ. Староcта Михаил Васильевича пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение 30-а яхӑн ача ҫӳрет. Ача-пӑча пахчине хупсан шӑпӑрлансене ӑҫта ямалла тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗ-амӑшӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем кӑна мар-тӑр-ха. Унта ӗҫлекенсен те сехри хӑпнӑ пуль. Ара, ялта ӗҫ вырӑнӗсӗр юл-ха... Пӗчӗккисен учрежденийӗ санитари правилисен нормисене тивӗҫтерсе тӑманнине кура юсама хупмалла-мӗн. Шикленсе ӳкнӗ староста тата ял ҫыннисен шучӗпе ӑна юсама мар, пуҫӗпех хупса лартӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Тептере тата Вӑтам Ирҫере пурӑнакансене лӑпланма хушнӑ. Етӗрне район администрацийӗ ача-пӑча пахчине юсама 1,2 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ иккен. Ҫав укҫана тӗплӗ юсав ирттерме уйӑрӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пурнӑҫламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӑна уҫма хатӗрлесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ваттисен ҫурчӗн заведующийӗ Людмила Федорова ҫӗнӗ тухӑҫшӑн савӑнать Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем хушма хуҫалӑх та тытаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен теплица та пур. Унта халӗ кӑҫал пӗрремӗш тухӑҫ — симӗс сухан — туса илнине пӗлтереҫҫӗ. «Вӑл — витамин ҫӑлкуҫӗ. Ӑна эпир салата та яратпӑр, яшкана та», — теҫҫӗ иккен ҫуртра ӗҫлекен социаллӗ ӗҫченсем. Шӑмӑшсем теплицӑпа кӑна мар, ҫурт чӳречисене те тивӗҫлипе усӑ кураҫҫӗ иккен. Хӑяр, помидор тата пӑрӑҫ калчи ӳссе ларнӑ. Вӗсене теплицӑна куҫарма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Кӗҫех ытти пахчаҫимӗҫ те: редис, укроп, салат тата петрушка — ӳссе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шарапаш шывӗ Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте пурӑнакансем Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер туса парасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак ыйтупа вӗсем Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинех ҫитнӗ. Асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫул-йӗре тытса тӑрасси ҫинчен 2007 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ 257-мӗш номерлӗ федераци саккунӗпе тата 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче йышӑннӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха тытса тӑрасси ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ шутланать. Ҫав шутра, паллах, — вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчи кӗпере тӑвасси те. Тепӗр майлӑ каласан укҫине те вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Вӑрмар район администарцийӗ Шӑхальте ҫул тума проект хатӗрленӗ иккен. Шарапаш юханшывӗ урлӑ каҫакан вырӑнта шыв юхма тимӗр бетон пӑрӑх хурса хӑварасшӑн. Вырӑнти хысна ҫуккине кура Вӑрмар район администрацийӗ ҫав ҫула тӑвассине Республикӑн инвестици программине кӗртме ыйтса республикӑн Транспорт министерствине тухнӑ иккен. Транспорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, объектсене республикӑн Экономика министерстви Инвестици политикин канашӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх палӑртать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ялта шыв ҫук чухне ҫырмана каясси кӑна юлать Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫре тӑрӑшакансене ҫӑмӑл мар, вӗсен ӗҫ-хӗлне тӗрӗслекенсем тем чухлех теҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял халӑхне икӗ эрне шывсӑр лартнӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Ҫынсем шывсӑр ларнӑ фактпа прокуратура ӗҫ пуҫарнӑ. 146 килти 322 ҫын шывсӑр ларнӑшӑн малтан прокуратура асӑрхаттарнӑ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те маттур тесе ырламан. Яваплӑх виҫине суд палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗнче урам ячӗсем пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ку вӑл пурте пӗлекен вӑйӑри пек нумайрах ят пӗлессипе ҫыхӑнман-ха. Асӑннӑ тӑрӑхри Уҫырма тата Кӗлтеҫулӗ ялӗсем сарӑлнӑ май ҫӗнӗ урамсем йӗркеленеҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ урамсене пуҫарма вара ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене ял тӑрӑхӗсен ҫӗрӗ текен категорие куҫарнӑ хыҫҫӑн май килнӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫынсем ҫӗнӗ урамсен ячӗсене сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла почта урлӑ та (адресӗ — Уҫырма ялӗнчи Канаш урамӗнчи 80-мӗш ҫурт), электрон ҫырупа та (sao-mbiksh@kanash.cap.ru) яма пулать теҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8 (83533) 2-02-60 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Драма кружокӗн артисчӗсем Маларах, хамӑр ача чухне, шкул ачисем спектакль лартни те кӑсӑклӑччӗ. Халӗ профессилле театрсене хӑнӑхса кайнӑ та вӗсене те хӑш чух тиркевлӗ куҫпа пӑхатпӑр мар-и?.. Ҫапах та хӑй тӗллӗн вӗреннӗ маттурсем сцена ҫине тухма килӗшни хӑйех паха темелле-тӗр. Ӳркенмеҫҫӗ, вӑхӑт тупаҫҫӗ, тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх театрӗсем пурри аванах ӗнтӗ. Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче, ав, акан 1-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшри драма кружокӗ Николай Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Киле май — кинӗ» камите лартнӑ. Зал тулли куракан пухӑннӑ-мӗн унта. Вӑхӑтлӑха сцена ӑстине ҫаврӑннӑ ҫынсене ҫынсем ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Аччакасси ҫамрӑкӗсен пултарулӑхӗ Ака уйӑхӗн 1-мӗшне пӗрисем Кулӑш кунӗ теҫҫӗ. Теприсем нумай шухӑшласа тӑмаҫҫӗ — Ухмах кунӗ теме кӑмӑллаҫҫӗ. Чи пахи — кӑмӑл-туйӑма шӳтпе ҫӗклеме тепӗр сӑлтав пурри. Юлташсене тыттарса выляса-кулнинче ним япӑххи те ҫук ӗнтӗ. Шӳте ӑнланакан ҫынпа пулсан пушшех те аван. Канаш районӗнчи Аччакассинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксене кулӑ е кулӑшла сӑн-пит ӳкерме ыйтнӑ. Вӗсене пӑхсан хӑв та кулса ярӑн теҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӳкернӗ ҫамрӑксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ. Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ. Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ. Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |